Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх

 

10433Пушӑ арман ҫилсӗр авӑрать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10434Пӳрне ӗмсе пӳрт ҫавӑрма ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10435Пысӑк ӗҫе пӗччен ан пуҫӑн: ӗнсӳне хуҫӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10436Саккӑрӑн явнӑ саламат сакӑр ҫӗрелле каяймасть, саккӑрӑн пурӑнакан ҫынсен сакӑр ӗҫӗ пулса тӑрать, вунулт урисемпе сакӑр ҫӗрӗн каяҫҫӗ теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10440Саклат пӑрах та салат ту.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10437Салатма сакӑр алӑк, пухма пӗр алӑк.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10438Салатма часах, пуҫтарма часах мар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10439Сарса пар мана, ҫӗклесе хур мана, витсе пар мана, кайран эпӗ хамах ҫӳреп.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10441Сухал тухиччен сухана тухакан сакӑр вунна ҫитнӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10443Сухаласа пӗтерсен ана тавра тимӗр карта ҫавӑр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10442Сухалӗ кӑна мар, усси те кирлӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10444Сухӑрлӑ тӑпрана суха та илмест теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10445Сӳт те ҫӗле, ялан ӗҫре.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10446Сылтӑм аллу тунине сулахай аллу ан пӗлтӗр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10447Сысна ҫулталӑкра пӗрре хӗвел курать тет, кахал кунне пӗрре курать тет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10448Сысна та улма кӑларать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10449Ҫӑварни чупас килет пулсан лашуна пӑхма ан ӳркен.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10450Ҫӑпатине хуҫнӑ та, кантрине явма ӳркеннӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10451Ҫӗклеме ҫӑмӑл, пӑрахма йывӑр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10452Ҫӗнесси ҫӑмӑл та, ӗҫлесси йывӑр.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10453Ҫӗнӗ ҫӗрте акмасӑрах тырӑ пулать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10454Ҫӗр ӗҫе пуҫӑнакан пӗр ӗҫне те вӗҫлеймен.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10455Ҫӗр ӗҫӗ вӑл ҫӗр тӗрлӗ ӗҫ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10456Ҫӗр ҫинче этем туман ӗҫ ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10457Ҫӗре хӗвел илемлетет, ҫынна — ӗҫ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10458Ҫӗрлехи ӗҫ — ир кулли.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10459Ҫӗрсӗр этем хресчен мар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10460Ҫиелтен тунӑ ӗҫ ҫиеле витмелӗх те ҫитеймен.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10461Ҫуккине пушши ҫине яр, пушшине ҫуккипе тултар.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10462Ҫуламасан шумасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10463Ҫулталӑк ӗҫлени тӑрантармасть, виҫ кун ӗҫлени тӑрантарать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10464Ҫурла кӑларасси кун тиркет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10465Ҫурла тытма пӗлмен ҫын вырма та пӗлес ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10466Ҫурри вилӗ, ҫурри чӗрӗ ӗҫленипе ӗҫ пулмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10467Ҫӳлелле вӗҫтернӗ, аялта хупман.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10468Ҫӳреме те юрат, ҫунине туртма та юрат.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10471Ҫывӑракан — ҫылӑхлӑ, калаҫакан — айӑплӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10469Ҫывӑракан йытта ҫӗрӗк какай.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10470Ҫывӑракан ҫылӑх тупнӑ, ӗҫлекен ырлӑх тупнӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10472Ҫывӑракан ҫыннӑн телейӗ те тӗлӗрет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10473Ҫывӑракан тӗлӗк курнӑ, ҫывӑрманни кӗрӗк тупнӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10474Ҫывӑрмасӑр тӗлӗк ҫук, ӗҫлемесӗр телей ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10475Ҫывӑрса выртакана шур кулачӑ лекмен тет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10476Ҫын туман ӗҫ тӗнчере те ҫук теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10477Ҫынни ҫемӗн ӗҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10478Ҫынсем ҫывӑрнӑ чух ӗҫчен ӗҫ вӑрланӑ тет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10479Ҫынсем ҫын тунӑ, эпир ӗҫ тунӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10480Тапак туртакан пӳрт лартнӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10481Тар питрен тухнӑ чухлӗ пӗлӗтрен те сывлӑм ӳкмест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10482Тарӑн сухала, нумайтарах ҫӑкӑр чӑмлӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх